Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата кӑҫалхи Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа салтак альбомӗсен куравне хатӗрленӗ.
Кураври фотоальбомсенчен Николай Иголкинӑн — чи асли. Вӑл 52 ҫулта. Николай Леонидович 1962—1965 ҫулсенче Туркестанри десант ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Вячеслав Лукин Германире 1974—1976 ҫулсенче пулнӑ, Сергей Раськин — афганец, Александр Сейфуллин 1984—1986 ҫулсенче Туркестанра разведка батальонӗнче пулнӑ.
Курава тӑратнӑ кашни альбом хуҫипех паллашма кӑсӑклӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсене ачасем те чунтан уҫса пӑхаҫҫӗ, салтак альбомӗнчи кашни ӳкерчӗке тимлӗн тишкереҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти ача-пӑча вулавӑшӗнчи курав ҫак уйӑхӑн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Ытларикун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне тата Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ пулнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ун чухне кӑҫалхи Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне ӑсатассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Сумлӑ тата пысӑк шайри мероприятие ирттерме тӑкакланмасӑр май килмӗ. Ӑна валли Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ резерв фондӗнче 2850,0 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хушӑва паян республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин 882-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. «Кӗмӗле» республикӑн Культура министерствине уйӑрӗҫ, лешӗ ӑна маларах асӑннӑ мероприятие ирттерме тӑкаклӗ.
Аса илтеретпӗр, йӗркелӳҫӗсем «куракансене манӑҫми шоу» кӗтнине хыпарланӑччӗ. Унта пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри паллӑ артистсем кӑна мар, ҫӗршыври кинопа эстрада артисчӗсем те хутшӑнмалла.
Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Тепӗр икӗ кунтан Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ.
Ытларикун, раштавӑн 13-мӗшӗнче, «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче ҫав ҫула тата Раҫҫейре Экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Тата, паллах, ун чухнех кӑҫалхи Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне тата республикӑра йышӑннӑ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне ӑсатӗҫ.
Йӗркелӳҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «куракансене манӑҫми шоу кӗтет». Унта пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри паллӑ артистсем кӑна мар, ҫӗршыври кинопа эстрада артисчӗсем те хутшӑнмалла.
Официаллӑ, ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ мероприятире тӳре-шара та пулмалла.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла.
Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе, федерацин влаҫ органӗсен территорири ертӳҫисемпе, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен паянхи канашлура Михаил Игнатьев ҫитес ҫула Амӑшӗн тата ашшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑнма сӗннӗ. Ку вӑл Михаил Васильевич пуҫарӑвӗ мар-мӗн, ҫапла тума ӑна Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. Аслисене хисеп тумаллине шута илсе Михаил Игнатьев ку сӗнӳпе килӗшнӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.